2008-2010 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ Михаил Козлов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 76 ҫулта пулнӑ.
Михаил Васильевич 1948 ҫулта ҫуралнӑ. Ӗҫ биографине вӑл слесарь-монтажникрен пуҫланӑ. 1991 ҫулта ЖКХ тытӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ.
2010 ҫулта Михаил Федоров «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Кӑнтӑр суйлав округӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне суйланма тӑнӑ, анчах хӑйӗн кандидатурине хӑй тӑратнӑ ҫынна выляса янӑ. Тепӗр ҫултан Патшалӑх Канашне ЛДПРтан суйланма тӑнӑ, анчах выляса янӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне, ликер-эрех савучӗн директорне Олег Мешкова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленноҫ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хушӑва ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуснӑ.
Олег Мешков Шупашкарти лекер-эрех савутне 2017 ҫултанпа ертсе пырать. 2011 ҫултанпа, виҫҫӗмӗш созыв ӗнтӗ, вӑл Патшалӑх Канашӗн депутачӗ шутланать.
Унӑн награда сахал мар: «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ, Чӑваш Республикин Хисеп грамоти, РФ Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамоти, Патшалӑх Думин Хисеп грамоти…
ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче «Чӑваш Республикин парламентаризмне аталантарнӑшӑн» хисеплӗ палла пама йышӑнассине сӳтсе явнӑ. Депутатсем ҫакна ырланӑ.
Ӑна кама парӗҫ? Регионти саккуна, парламентаризма, граждан обществипе демократие аталантарма тӑрӑшакан ҫынсене. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна 30 ҫынран ытларах мар илме пултарать.
Хисеплӗ палла республика хыснинчи укҫапа туса хатӗрлӗҫ.
ЧР Патшалӑх Канашӗ федераци саккунне улшӑнусем кӗртме сӗнесшӗн. Ку мотоблок водителӗсене пырса тивет. Чӑваш Ен депутачӗсем вӗсене водительпе танлаштарасшӑн. Ку шухӑша ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та ырланӑ.
Хальхи вӑхӑтра мотоблок водителӗсем ҫул ҫинче ҫуран ҫӳрекен ҫынсемпе танлашаҫҫӗ. Ҫавна май ҫул-йӗр правилисене пӑссан вӗсене водитель пек явап тыттарма ҫук.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра мотоблокпа ҫыхӑннӑ 5 авари пулнӑ. Вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 6-ӑн аманнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев "Чӑваш Республикин халӑх учителӗ" ята ҫирӗплетнӗ. Хушӑва пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Халӗ Министрсен Кабинечӗн саккун проектне хатӗрлемелле. Ун хыҫҫӑн "Чӑваш Республикинчи патшалӑх наградисем ҫинчен" саккуна улшӑнусем кӗртмелле. Унтан ӑна Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра "Чӑваш Республикинчи вӗренӳ тытӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫчен" тата "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ" хисеплӗ ятсем пур.
Ыран иртекен Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче самакун сутакансене ҫирӗпрех явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Ӑнлантару ҫырӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, РФ КоАПӗн 14.17.1-мӗш статйи алкоголь тата спирт пур апат-ҫимӗҫ продукцине кӑна пырса тивет. Ку статьяна пӑссан 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Анчах штраф хурас тесен 30 пин тенке яхӑн тӑракан экспертиза тумалла.
Хальхи вӑхӑтра сӑмакун сутнӑшӑн 15-2 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Депутасем вара спиртлӑ апат-ҫимӗҫшӗн кӑна мар, сӑмакун сутнӑшӑн та РФ КоАПӗн 14.17.1-мӗш статйипе килӗшӳллӗн штраф тӳлеттермелле тӑвасшӑн.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашӗн 15-мӗш сессийӗнче Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки отчет тӑвӗ. Унта вӑл экономикӑпа, инвестиципе, наци тӗллевӗсене пурнӑҫланипе тата ыттипе ҫыхӑннӑ кӑтартусемпе паллаштарӗ.Министрсен Кабинечӗн черетлӗ сессине онлайн мелпе пӑхма пулать.
Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарнӑ. Ӑна йӗркелеме хыснаран 1 миллион тенке уйӑрнӑ.
Шупашкарти Ашмарин урамӗнче вырнаҫнӑ офтальмологи пульницин тӗп тухтӑрӗ Дмитрий Арсютов куҫ микрохирургине ертсе пыма пуҫланӑ. Ку хушӑва РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑларнӑ.
Дмитрий Арсютов Республикӑри клиника офтальмологи пульницине 13 ҫул ертсе пынӑ. 2000-2002 ҫулсенче вӑл Куҫ микрохирургинче тухтӑр-интерн пулнӑ, кайран унта хирург-офтальмологра ӗҫленӗ.
Ашмарин урамӗнчи Республикӑри клиника офтальмологи пульницине вӑл 2010 ҫултанпа ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗ саккун проектне сӗннӗ: иноагентсене Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ пулма чармалла.
Ку проекта ырласан Тӗп суйлав комиссийӗн пайташне иноагентсен йышне кӗртсен вӑл тӳрех ӗҫлеме пӑрахӗ.
Сӑмах май, Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ нарӑсӑн 16-мӗшӗнче пулӗ. Ку саккун проектне унта пӑхса тухӗҫ-и е ҫук-и - паллӑ мар.
ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырура республикӑра ҫуралнӑ ачасене парне пама сӗннӗ. Вӑл – чӑваш тӗрриллӗ тум.
«Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче тахҫантанпах сӳтсе явакан пулӑшу мерине пурнӑҫламалла тесе шутлатӑп. Ку – тин ҫуралнӑ ачана наци символикиллӗ парне парасси», - тенӗ Олег Николаев Элтепер.
Палӑртмалла: унччен республикӑра чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин кунӗнче, ҫуралнӑ пепкесене кӑна кунашкал парне панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |